Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ҫемҫе пукана пушатнӑ. Элӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Сергей Морозов вырӑнти Депутатсен пухӑвне хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ.
Самай май каласан, ӗнер эпир Ҫӗмӗрлери Валерий Шигашев ӗҫрен кайни пирки хыпарланӑччӗ. Шигашевпа танлаштарсан, Сергей Морозов пуҫлӑх тилхепине 2 уйӑх ҫеҫ тытса пынӑ.
Элӗк муниципалитет округне илсен, пуҫлӑх тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумне Лидия Никитинӑна шаннӑ.
Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ӗҫрен кайма йышӑннӑ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнче маларах пӗлтерни тӑрӑх хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗсем унччен пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ.
Халӗ Валерий Шигашев, чӑн та, ӗҫне пӑрахнӑ. Вӑл халӑхпа ҫывӑх пулма тӑрӑшни аван сисӗнетчӗ, критикӑна та тивӗҫлипе йышӑнма пӗлни туйӑнать.
Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха Эдуард Васильев пурнӑҫлӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн пӗр заместительне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Министерствӑри пысӑк вырӑнпа Сергей Фролов сывпуллашнӑ. Унта вӑл 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ, унтан — ахаль заместитель. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, патшалӑх службинче тимлеме пуҫӑниччен вӑл ял хуҫалӑх культурисем туса илекен организацире ӗҫленӗ.
Паян Сергей Артамонов министрӑн икӗ заместитель: Инна Волкова (пӗрремӗш ҫум) тата Ольга Кудрявцева.
ЧР Элтеперне Олег Николаева 6 ҫын пулӑшса пырӗ. Улттӑмӑшне ҫак кунсенче ҫирӗплетнӗ.
Унччен Элтеперӗн 5 пулӑшуҫӑ пулнӑ. Халь ку должноҫе тепӗр ҫынна, Наталья Камаевӑна, ҫирӗплетнӗ. Унччен ҫутҫанталӑк министрӗн пресс-секретарӗ пулнӑскер пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче "PRОФИ" пиарщиксен конкурсӗнче "Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем" номинацире мала тухнӑ. Ҫапла халӗ Олег Николаевӑн 6 пулӑшуҫӑ: Иван Даренков, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Олег Моляков тата Иван Филиппов.
Паян ЧР цифра аталанӑвӗн министрне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ – Михаил Степанов. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Унччен вӑл Цифра министерствин «Информаци технологийӗсен центрне» ертсе пынӑ. Унта 2021 ҫулхи ҫӗртме-юпа уйӑхӗсенче ӗҫленӗ.
Аса илтерер: унччен министр Кристина Майнина пулнӑ. Вӑл пирӗн пата Коми Республикинчен килнӗ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене Екатерина Грабко пурнӑҫланӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерӗҫ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ документра окладсен чи пӗчӗк виҫине тата ӗҫ укҫин ставкине 6 процент ӳстересси ҫинчен каланӑ.
Хушӑва пурнӑҫа кӗртсе яваплисен нормативлӑ документсене пӗр уйӑхра йӗркене кӗртсе пӗтермелле. Муниципалитет учрежденийӗсене те шалӑва 6 процент ӳстерсе пама сӗннӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Чӑваштехинвентаризаци» хысна учрежденийӗн директорне Юрий Иванова ӗҫрен кӑларнӑ.
Асӑннӑ организаци республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнать.
Юрий Иванова мӗн сӑлтавпа ӗҫрен кӑларнине республика ертӳҫин хушӑвӗнче каламан.
Ӗҫлӗ хута республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗн директорне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн штрафланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ.
2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ укҫин фончӗн хавхалантару пайне валеҫекен комисси ӗҫ кӑтартӑвӗпе тухӑҫлӑхӗшӗн виҫӗ воспитателе пӗчӗк балл лартса пама йышӑннӑ. Воспитательсенчен пӗри шкул директорӗн тӑван хӗрӗ пулнӑ.
Шкул директорӗ хаклава палӑртакан приказа хӑй тӗллӗн улшӑну кӗртсе балсене ӳстерсе панӑ.
Ҫапла вара 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен виҫӗ воспитателе хавхалантару укҫине 392 пин тенкӗ ытла йӗркене пӑсса куҫарса панӑ.
Суд шкул директорне 25 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра 4 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлӗ. Кун пирки республикӑн Правительствин Председателӗн ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов ҫӗршывӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Максим Решетников ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Дмитрий Краснов социаллӑ-экономика аталанӑвӗн уйрӑм программинче 4 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ уҫма пӑхса хӑварнине ӗнентернӗ. Программӑна аталантарма пуҫланӑранпа юлашки виҫӗ ҫул хушшинче 1414 ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлнӑ. 2023–2024 ҫулсенче 3 140 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ хушӑнмалла.
Паян Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ пулма Дмитрий Бельцова ҫирӗплетнӗ.
Уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкерсен, ҫавӑн пек ятлӑ ҫын юридици наукисен кандидачӗ пулни палӑрать.
Вӑл 1979 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Юридици институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. 1996 ҫултанпа шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра юридици факультетӗнче преподаватель пулса тӑрӑшни паллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |